Стеклова Зинаида Андреевна — чӑваш тӑлмачӗ. 1931 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫуралнӑ.
Ярӑнса ӳсмелли ҫулӗсем те, выляса-кулмалли кунӗсем те унӑн йывӑр вӑхӑта лекнӗ. Районти МТСра шоферта ӗҫлекен ашшӗне вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта илсе кайнӑ. Киле тӑтӑш чирлекен амӑшӗпе тата алӑри шӑллӗпе Николайпа ҫеҫ юлнӑ. Йывӑр вӑхӑтра та вӑл шкула ҫӳренӗ, тӑрӑшса вӗреннӗ. Ҫиччӗмӗш класс хыҫҫӑн Патӑрьелӗнчи педагогика училищинче ӑс пухнӑ. 1950 ҫулта лайӑх паллӑсемпе пӗтерсен ҫамрӑк специалиста Тутар Сӑкӑт шкулне вырӑс чӗлхине вӗрентме янӑ. Кӑштахран ӑна тепӗр тутар ялне — Ксыл-Чишмана — куҫарнӑ. Ҫапла кашни кун тӑватӑ ҫул хушши ҫуран калла-малла ҫӳренӗ. Ҫак вӑхӑтрах пединститутра вырӑс чӗлхипе литература уйрӑмӗнче куҫӑмсӑр майпа пӗлӗвне малалла ӳстерме хӑват тупнӑ. Каярахпа Тӑрӑнта вӑй хунӑ.
Зинаида Андреевна Зариф Башири ҫырнӑ «Чӑваш хӗрӗ Униҫҫе» хайлава чӑвашла куҫарнӑ. Ку повеҫ издательствӑран 1961 ҫулта чӑвашла пӗрремӗш хут тухнӑ.
Мӑнаҫлӑ тӑлмачӑ (Николай Ларионов)